Пӗр ултӑ кун иртсен Иисус Петра, Иакова тата Иоана ыттисенчен уйрӑммӑн Хӑйпе пӗрле ҫӳллӗ ту ҫине илсе кайнӑ. Вара Унӑн сӑн-сӑпачӗ вӗсен умӗнчех улшӑннӑ:
Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен».