13 Тул ҫутӑлсан Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе вӗсенчен вун иккӗшне суйласа илнӗ, вӗсене апостол ятне панӑ. Вӗсем ҫаксем:
Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн,
«Чӑн калатӑп сире, – тенӗ вӗсене Иисус, – пулас ҫӗнӗ тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑйӗн чаплӑ престолӗ ҫине ларсан, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулмашкӑн вун икӗ престол ҫине ларӑр.
Ушкӑн-ушкӑн халӑха курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ: арпашса та саланса кайнӑ ҫынсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пекех пулнӑ.
Апостолсем Иисус патӗнче пуҫтарӑннӑ, хӑйсем мӗн-мӗн тунине, мӗн-мӗн вӗрентнине йӑлтах каласа панӑ.
Иисус Вун иккӗшне чӗнсе илнӗ. Вара вӗсене, усал сывлӑшсене пӑхӑнтарма хӑват парса, икшерӗн-икшерӗн вӗрентме янӑ.
Турӑ ӑслӑлӑхӗ ҫапла каланӑ ӗнтӗ: „Вӗсем патне Эпӗ пророксене, апостолсене ярӑп. Пӗрисене вӗсем вӗлерӗҫ, теприсене хӑваласа ярӗҫ“.
Петр тесе Иисус ят панӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломей,
Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: «Кам та пулин Ӑна ҫимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаҫкаланӑ.
Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.
Эсир апостолсемпе пророксем хывнӑ никӗс ҫинче ҫирӗп тӑратӑр. Никӗсри тӗп чул вара – Иисус Христос Хӑй.
Вара Вӑл хӑшӗсене апостол, хӑшӗсене пророк, хӑшӗсене Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳрекен, хӑшӗсене вӗрентӳҫӗсемпе чун кӗтӳҫисем тунӑ.
Эй, сӑваплӑ тӑванӑмӑрсем, ҫӳлти ырӑлӑха пая кӗрес ҫынсем, хамӑр ӗненӗвӗмӗр апостолӗ, Аслӑ священник Иисус Христос ҫинчен шухӑшлӑр-ха.
сӑваплӑ пророксем авалах каланӑ сӑмахсене тата апостолсем хӑвӑра вӗрентнӗ Хуҫамӑрӑн тата Ҫӑлаканӑмӑрӑн пил-хушӑвӗсене асра тытӑр.
Унтан тӳпере тӗлӗнмелле паллӑ – хӗвел тумтирлӗ хӗрарӑм – курӑнчӗ. Унӑн ури айӗнче уйӑх, пуҫӗ ҫинче вун икӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ.
Эй, тӳпе! Эй, мӗн пур сӑваплӑ апостолсемпе пророксем! Ҫак хулана эсир тӑвас тенӗ суда Турӑ тунӑшӑн савӑнса хӗпӗртӗр!
Хула хӳмисене вун икӗ никӗс ҫине туса лартнӑ, кашни никӗсӗ ҫинех Путекӗн вун икӗ апостолӗн ятне ҫырнӑ.