12 Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ.
Иисус, халӑх йышлӑн пухӑннине курсан, ту ҫине улӑхнӑ. Вӑл ларсан, вӗренекенӗсем Ун патне пуҫтарӑннӑ.
Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне шалти пӳлӗме кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ.
Ирхине вара Иисус ирех тӑрса тухнӑ та ҫын ҫук вырӑна кӗлтума кайнӑ.
Унтан Иисус ту ҫине улӑхнӑ та Хӑй чӗнес тенӗ вӗренекенӗсене чӗннӗ; лешсем Ун патне пынӑ.
Халӑхпа сывпуллашсан Иисус ту ҫине кӗлтума кайнӑ.
Анчах та Иисус час-часах ҫын ҫук вырӑна кайса кӗлтунӑ.
Вӗсем вара урса ҫитнипе хӑйсем хушшинче: «Ку Иисуса мӗн тӑвар-ши?» – тесе калаҫнӑ.
Иисус апостолсемпе пӗрле ту ҫинчен ансан тӳрем ҫӗрте чарӑнса тӑнӑ. Унта вара Унӑн чылай вӗренекенӗсем тата пӗтӗм Иудейӑран, Иерусалимран, тинӗс хӗрринчи Тирпа Сидон таврашӗнчен нумай халӑх пуҫтарӑннӑ.
Пӗррехинче Иисус ҫын ҫук вырӑнта кӗлтунӑ, Унпа пӗрле вӗренекенӗсем кӑна пулнӑ. «Ҫынсем Мана Кам вырӑнне хураҫҫӗ?» – тесе ыйтнӑ вӗсенчен Иисус.
Ҫапла калани пӗр сакӑр кун иртсен, Вӑл Петра, Иоана тата Иакова Хӑйпе пӗрле илнӗ те ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ.
Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑн-сӑпӑчӗ улшӑннӑ, тумтирӗ чӑлт шуралса, йӑлтӑртатса кайнӑ.
Иисус ту ҫине хӑпарнӑ та унта Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле ларнӑ.
Турра ялан кӗлтӑвӑр; тимлесе, тав туса кӗлтӑвӑр.
Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ.