11 Вӗсем вара урса ҫитнипе хӑйсем хушшинче: «Ку Иисуса мӗн тӑвар-ши?» – тесе калаҫнӑ.
«Эпир ҫӑкӑр илме маннӑран ҫапла калать пулӗ Вӑл», – тесе шухӑшланӑ вӗренекенӗсем хӑйсен ӑшӗнче.
Унӑн ытарлӑхӗсене илтсессӗн аслӑ священниксемпе фарисейсем Иисус хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ.
Ҫавна илтсен синагогӑрисем пурте питӗ хытӑ ҫилленсе кайнӑ.
Вара Иисус вӗсене пурне те пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна: «Аллуна тӑс», – тенӗ. Лешӗ тӑснӑ та, унӑн алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
Ҫав кунсенче Иисус кӗлтума ту ҫине хӑпарнӑ. Унта Вӑл ҫӗр каҫипех Турра кӗлтунӑ.
Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем хӑйсен канашне пухнӑ. «Мӗскер тумалла-ши? – канашланӑ вӗсем. – Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать.
Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен.
Эпӗ вӗсене синагогӑран синагогӑна ҫӳресе асаплантараттӑм, Иисуса хурлама ирӗксӗрлеттӗм. Ӗненекенсем ҫине ҫиллӗм тулса ҫитнипе эпӗ вӗсене ытти хуласене кайса та хӗсӗрлеттӗм.
Вара вӗсем апостолсене синедрионран тухма хушнӑ та хӑйсем хушшинче канашлама пуҫланӑ.
Анчах та Петрпа Иоанн ҫапла тавӑрса каланӑ: «Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: сире Турӑран та ытларах итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и?
Ҫакна илтсен синедрион канашӗнчисем урса кайнипе апостолсене вӗлерес тесе те шухӑшланӑ.
Ҫак сӑмахсене илтсен синедрионра ларакансем урсах кайнӑ, шӑлӗсене шатӑртаттара пуҫланӑ.
Анчах та вӗсем инҫех каяймӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсен ӑссӑрлӑхӗ, лешсенни пекех, пӗтӗм халӑх умӗнче палӑрӗ.