1 Пӗррехинче, пасхӑн иккӗмӗш кунӗ хыҫҫӑнхи малтанхи шӑмат кун, Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем пучах тата-тата илсе, ывӑҫ тупанӗ ҫинче сӑтӑрса ҫиме пуҫланӑ.
Пулса ҫитнӗ хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑнах никам та тин тунӑ хӗрлӗ эрех ӗҫесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесен вӑл: „Кивви лайӑхрах!“ – тейӗ».
Иисуса тепӗр шӑмат кун та синагогӑна кӗрсе вӗрентме тӳр килнӗ. Унта сылтӑм алли типнӗ ҫын пулнӑ.