9 Хӑйсем тытнӑ пулӑ нумай пулнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ.
Ҫакна вӑл ним калама аптӑранӑран каланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑраса ӳкнӗ пулнӑ.
Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ.
Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Унӑн сӑмахӗнче Турӑ хӑвачӗ пулнӑ.
Ҫавна куракансем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ыйтнӑ: «Ку мӗне пӗлтерет-ши? Вӑл Хӑй ирӗкӗпе тата вӑй-хӑвачӗпе усал сывлӑшсене хушать те, лешсем тухаҫҫӗ».
Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн».
Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ.