8 Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ.
Ҫакна илтсен Иисусӑн вӗренекенӗсем хӑранипе ҫӗр ҫумне тӗшӗрӗлнӗ.
Вара пӳрте кӗнӗ те пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне Марияна курнӑ. Вӗсем Ачана чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ, унтан хутаҫӗсенчен кӑларса Ӑна ылтӑн, ладан, смирна парнеленӗ.
Анчах та ҫӗрпӳ ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Сана хамӑн кил-ҫуртӑма чӗнсе кӗртме эпӗ тивӗҫлӗ мар. Эсӗ хуш кӑна, вара тарҫӑм сывалӗ.
Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешсем ишсе пырсан икӗ кимӗ туллиех пулӑ тултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен киммисем путма пуҫланӑ.
Хӑйсем тытнӑ пулӑ нумай пулнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ.
Мария вара Иисус тӑракан вырӑна пынӑ. Иисуса курсан Ун умне ӳксе пуҫҫапса каланӑ: «Хуҫамӑр, Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ!»
Халӗ эпир тӗксӗм кантӑк витӗр курнӑ пек уҫӑмсӑррӑн куратпӑр, анчах та пӗррехинче Турра уҫҫӑн, куҫа-куҫӑн курӑпӑр. Халӗ эпӗ кӑшт кӑна пӗлкелетӗп, ун чухне вара эпӗ Турра Вӑл хама пӗлнӗ пекех пӗлӗп.
Ӑна курсассӑнах эпӗ Унӑн ури умне вилнӗ пек ӳкрӗм. Вара Вӑл ман ҫине сылтӑм аллине хурса ҫапла каларӗ: «Ан хӑра. Эпӗ – Малтанхи те, Кайранхи те.