7 Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешсем ишсе пырсан икӗ кимӗ туллиех пулӑ тултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен киммисем путма пуҫланӑ.
Вара вӗренекенӗсем, халӑхпа сывпуллашсан, Иисуса ларнӑ киммипех хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Унтах ытти кимӗсем те пулнӑ.
Ҫапла тусан вара питӗ нумай пулӑ кӗнӗ, вӗсен сӗреке-тетелӗсем те ҫурӑлма пуҫланӑ.
Петр текен Симон ҫавна курсан Иисус ури умне ӳксе: «Эй, Хуҫамӑр! Манпа, ҫылӑхлӑ ҫынпа, пӗрле ан пулсам, кайсам», – тенӗ.
Каярахпа Варнава Савла шырама Тарс хулине кайнӑ, шыраса тупсан ӑна Антиохине илсе пынӑ.
Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхӗсене ҫурмалла пайлӑр, ҫапла туни Христос саккунне пурнӑҫлани пулать те ӗнтӗ.
Санран вара, ӗҫӗмри шанчӑклӑ юлташӑм, ҫакна ыйтатӑп: эсӗ вӗсене пӗр чӗлхе тупма пулӑш. Вӑл хӗрарӑмсем манпа тата Климентпа пӗрле, ыттисемпе пӗрле (вӗсен ячӗсене пурӑнӑҫ кӗнекине кӗртнӗ ӗнтӗ) Ырӑ Хыпар сарас ӗҫе хастар хутшӑнчӗҫ.