4 Вӗрентсе пӗтерсен Вӑл Симона ҫапла каланӑ: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те пулӑ тытма сӗреке-тетелӳсене пӑрах».
Ҫапах та налук пухакансем кӑмӑлсӑр ан юлччӑр тесен, тинӗс хӗррине кайса вӑлта яр та чи малтан лекнӗ пулла илсе ҫӑварне уҫса пӑх. Унӑн ҫӑварӗнче эсӗ пӗр статир тупӑн. Ҫав укҫа иксӗмӗршӗн те тӳлеме ҫитӗ, ӑна вӗсене пар».
Симон Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир ҫӗрӗпех тертленсе ӗҫлерӗмӗр, ҫапах пӗр пулӑ та тытаймарӑмӑр. Эсӗ хушатӑн пулсан, сӗреке-тетелсене пӑрахам эппин».
«Сӗреке-тетелӗрсене кимӗрен сылтӑмарах пӑрахӑр-ха, вара кӗрӗ», – тесе каланӑ вӗсене Иисус. Ҫапла тусан туртса кӑлараймиех пулӑ кӗнӗ.