36 Унтан Вӑл тепӗр ытарлӑх каласа панӑ: «Никам та ҫӗнӗ тумтиртен чӗрсе илсе кивӗ тумтир ҫине саплӑк лартмасть. Апла тусан вӑл ҫӗнӗ тумтирне те пӑсать, ҫӗнӗ саплӑкӗ те кивви ҫумӗнче килӗшмест.
Акӑ кӗрӳ каччӑна вӗсенчен туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче вара вӗсем типӗ тытӗҫ».
Тин тунӑ хӗрлӗ эрехе те кивӗ сӑран хутаҫа никам та тултармасть. Апла тусан ҫӗнӗ эрех кивӗ хутаҫа ҫурса ярӗ те, хӑй те юхса тухӗ, хутаҫӗ те сая кайӗ.
Туррӑн ҫурчӗпеле пуҫҫапмалли кӗлеткесем епле пӗрле пулччӑр? Эсир вара – чӗрӗ Туррӑн ҫурчӗ. Турӑ ҫапла каланӑ: «Эпӗ вӗсен ӑшӗнче, вӗсен хушшинче пурӑнӑп; вара вӗсен Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ».