Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 5:30 - Синодальный НЗ

30 Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?»

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 5:30
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?


«Мӗншӗн-ха сирӗн Вӗрентекенӗр налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» – тенӗ ҫакна курсан фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене.


Иисус налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апат ҫинине курсан фарисейсен саккун вӗрентӳҫисем Унӑн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Епле-ха Вӑл налук пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?»


Кунта ҫакна каламалла: фарисейсем, пур иудейсем пекех, ваттисен йӑлипе аллисене тӗплӗн ҫумасӑр ҫимеҫҫӗ.


«Эсир вӗсемпе мӗн пирки тавлашатӑр?» – тесе ыйтнӑ Вӑл саккун вӗрентӳҫисенчен.


Фарисейӗ тӑнӑ та хӑй ӑшӗнче ҫапла кӗлтунӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Тавтапуҫ Сана, эпӗ ӗнтӗ вӑрлакан, кӳрентерекен, мӑшӑрӗсене улталакан ытти ҫынсем пек мар. Акӑ ҫак налук пухакан пек те мар.


Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ.


Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ.


Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла шухӑшласа калаҫнӑ: «Вӑл Турра хурлать! Камах вара Вӑл? Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултарӗ?»


Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир.


Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»


Пуху кӗрлесех кайнӑ: Моисей саккунне вӗрентекен хӑш-пӗр фарисейсем ура ҫине сиксе тӑрсах тавлаша пуҫланӑ. «Ку ҫынна айӑплама эпир нимле сӑлтав та курмастпӑр, – тенӗ вӗсем. – Тен, ҫак ҫын чӗлхи-ҫӑварӗпе ангел е Сывлӑш калаҫнӑ-ха? Турра хирӗҫ каяр мар».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ