24 Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сирӗн пӗлмелле». Ҫавна кӑтартса парас тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Сана калатӑп: тӑр та вырӑнна илсе киле кай».
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сире пӗлтерессӗм килет». Ҫавна пӗлтерес тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна: «Тӑр та сарнӑ вырӑнна илсе киле кай» – тенӗ.
Петр пурне те пӳлӗмрен тухма хушнӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ. Унтан вӑл вилнӗ хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Тавифа, тӑр!» Вара хайхи хӗрарӑм куҫне уҫнӑ та, Петра курсан, тӑрса ларнӑ.