23 Мӗн калама ҫӑмӑлрах: „Сан ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме?
Ун патне паралич ҫапнӑ пӗр ҫынна хӑй выртакан вырӑнӗпех ҫӗклесе пынӑ. Иисус вӗсен ӗненӗвне курнӑ та паралич ҫапнӑ ҫынна: «Хӑюллӑрах пул, ачам! Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ», – тенӗ.
– Мӗн калама ҫӑмӑлтарах: „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме е: „Тӑр та утса ҫӳре“ теме?
Паралич ҫапнӑ ҫынна мӗн калама ҫӑмӑлтарах? „Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ“ теме-и е: „Тӑр, вырӑнна ил те утса ҫӳре“ теме?
Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр?
Анчах та Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма та ирӗк пуррине сирӗн пӗлмелле». Ҫавна кӑтартса парас тесе Вӑл паралич ҫапнӑ ҫынна каланӑ: «Сана калатӑп: тӑр та вырӑнна илсе киле кай».
Вара Иисус хӗрарӑма каланӑ: «Санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнчӗҫ».