21 Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла шухӑшласа калаҫнӑ: «Вӑл Турра хурлать! Камах вара Вӑл? Турӑсӑр пуҫне ҫылӑх каҫарма кам пултарӗ?»
Ҫакна илтсен, тарӑхнипе, священник хӑй ҫийӗнчи тумтирне ҫурса ярса каланӑ: «Вӑл Турра хурларӗ! Унӑн айӑпне кӑтартакан мӗн тума кирлӗ тата пире? Вӑл Турра хурланине, акӑ, хӑвӑрах илтрӗр!
«Вӑл Турра хурлать», – тесе шухӑшланӑ ҫавӑн чухне хӑш-пӗр саккун вӗрентӳҫисем.
Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.
Пӗррехинче Иисус халӑха вӗрентнӗ. Галилейӑпа Иудея ҫӗрӗнчи пур ял-хуларан тата Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем те унта ларнӑ. Чирлисем сывалнипе Хуҫа Турӑ вӑй-хӑвачӗ палӑрнӑ.
Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр?
Унта ларакансем хӑйсен ӑшӗнче: «Ку кам-ши? Вӑл ҫылӑхсене каҫарма та пултарать», – тенӗ.
«Эпир Сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн вӗлересшӗн мар, – тавӑрнӑ иудейсем. – Эсӗ, ҫын пуҫҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хурса, Турра хурлатӑн вӗт-ха!»
Турӑ суйласа илнисене кам айӑплама пултарайӗ? Никам та. Вӗсене Турӑ тӳрре кӑларать.