2 Вӑл кӳлӗ хӗрринче икӗ кимӗ ларнине курнӑ. Пулӑҫӑсем кимӗ ҫинчен тухса сӗреке-тетелӗсене ҫуса тӑнӑ.
Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан икӗ пӗртӑвана – Петр текен Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ.
Пӗррехинче Иисус Галилея тинӗсӗ хӗррипе иртсе пынӑ. Ҫавӑн чухне Вӑл тинӗсе сӗреке-тетел пӑрахакан пӗртӑвансене – Симонпа унӑн шӑллӗне Андрея – курнӑ. Вӗсем пулӑҫӑсем пулнӑ.
Тепӗртак кайсан Вӑл Зеведей ывӑлӗсене – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем те кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ.
Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ.
Иисус, Симон кимми ҫине ларсан, ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан Хӑй кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ.
Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн каяканӗсенчен пӗри Петр текен Симон шӑллӗ Андрей пулнӑ.