Анчах та лешӗ, кайнӑ-кайманах, мӗн пулса иртни ҫинчен пурне те пӗлтерсе, каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Иисусӑн вара хулана куҫкӗретӗнех кӗресси пӗтнӗ, Вӑл хула тулашӗнче, ялсӑр вырӑнсенче ҫӳренӗ. Ун патне халӑх пур ҫӗртен те пырсах тӑнӑ.
Вӗсем хушшинче Моисей саккунне вӗрентекен пӗр Гамалиил ятлӑ фарисей та пулнӑ. Халӑх ӑна питӗ хисепленӗ. Ҫавӑ вара канаш умне тухса тӑнӑ та апостолсене вӑхӑтлӑха синедрионран илсе тухма ыйтнӑ.