13 Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал», – тенӗ. Ҫавӑнтах ун ҫинчи юхан-суран пӗтнӗ.
Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ.
Иисус ун патне пырса сив чире чарнӑ, вара унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах тӑнӑ та вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
Иисус пӗр хулара юхан-суранланса кайнӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Иисуса курсан вӑл ӳксе пуҫҫапнӑ та Ӑна йӑлӑннӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах».
«Асту, кун ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Кайса хӑвна священника кӑтарт та ху тасалнӑшӑн, Моисей саккунӗ хушнӑ пек, Турра парне кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те ӗнтӗ».