Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 5:11 - Синодальный НЗ

11 Унтан вӗсем икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 5:11
11 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ашшӗне е амӑшне Мана юратнинчен те ытларах юратакан Мана тивӗҫлӗ мар. Ывӑлне е хӗрне Мана юратнинчен те ытларах юратакан та Мана тивӗҫлӗ мар.


Ҫавӑн чухне Петр Ӑна хирӗҫ каланӑ: «Акӑ эпир хамӑрӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн пыракансем пултӑмӑр. Уншӑн пире мӗн лекӗ?»


Кам та кам кил-ҫуртне, тӑванӗсене, ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачи-пӑчине, ани-ҫаранне Ман ятӑмшӑн пӑрахса хӑварнӑ, Турӑ ӑна ҫӗр хут та ытларах тавӑрса парӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ тӑвӗ.


Вӗсем вара ҫав самантрах сӗреке-тетелӗсене хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ.


Вӗсем вара ҫав самантрах киммине хӑварнӑ та, ашшӗнчен уйӑрӑлса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.


Вара Иисус ӑна тинкерсе пӑхнӑ та ӑшшӑн каланӑ: «Ӗнтӗ сана пӗр япала кӑна ҫитеймест: кай та пӗтӗм пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх пӗлӗт ҫинче пулӗ. Ху кил те, асап хӗресне йӑтса, Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Лешӗ тӑнӑ та, пӗтӗмпех хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ