10 Зеведей ывӑлӗсем те, Симонӑн юлташӗсем Иаковпа Иоанн, хӑраса ӳкнӗ. Иисус вара Симона каланӑ: «Ан хӑра, паянтан эсӗ этем чунӗсене тытакан пулӑн».
Ҫӳлти Патшалӑха тата сӗреке-тетелпе танлаштарма пулать. Пулӑҫӑсем ҫав сӗреке-тетеле тинӗсе янӑ та, унта тӗрлӗ йышши пулӑ кӗнӗ.
Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.
Ҫавӑн чухне Зеведей арӑмӗ хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе пӗрле Иисус патне пынӑ. Вӑл Иисуса ӳксе пуҫҫапсах темӗн тархасланӑ.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ман хыҫҫӑн пыракансем пулӑр, Эпӗ сире этем чунӗсене тытакансем тӑвӑп».
Пырсан-пырсан Вӑл тата икӗ пӗртӑвана – Иаковпа унӑн шӑллӗне Иоана – курнӑ. Вӗсем Зеведей ывӑлӗсем пулнӑ, ашшӗпе пӗрле кимӗ ҫинче сӗреке-тетелӗсене юсаса тӑнӑ, Иисус вӗсене те Хӑйпе пӗрле чӗннӗ.
Вӗсем вара тепӗр кимӗ ҫинчи юлташӗсене паллӑ кӑтартса хӑйсене пулӑшма чӗннӗ. Лешсем ишсе пырсан икӗ кимӗ туллиех пулӑ тултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсен киммисем путма пуҫланӑ.
Хӑйсем тытнӑ пулӑ нумай пулнӑран Симон та, унпа пӗрле пулнисем те хӑраса-тӗлӗнсе кайнӑ.
Петр тесе Иисус ят панӑ Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Иаков, Иоанн, Филипп, Варфоломей,
Петр текен Симон, Йӗкӗреш текен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ.
Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.
Тит пирки ҫакна каламалла: вӑл манӑн пулӑшаканӑм тата сирӗн патӑрти ӗҫри юлташӑм. Ытти тӑванӑмӑрсем те Христоса мухтава кӑлараҫҫӗ, вӗсем – ӗненекен ушкӑнсем суйласа янӑскерсем.