Иисус чылайӑшне сыватнӑ. Ӑна сӗртӗнесчӗ тесе чирлисем Ун патне талпӑннӑ. Хӑй тавра халӑх кӗпӗрленсе тулнӑран Иисус вӗренекенӗсене Хӑй валли кимӗ хатӗрлеме хушнӑ.
Иисус вара: «Кам Мана сӗртӗнчӗ?» – тесе ыйтнӑ, анчах пурте туннӑ. Петр та, Иисуспа пӗрле пулнисенчен ыттисем те ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Сан тавра халӑх кӗпӗрленсе пырать, хӗстерет. Эсӗ тата Мана кам сӗртӗнчӗ тетӗн».