7 Ҫапла вара, мана ӳксе пуҫҫапсан, пӗтӗмпех Санӑн пулӗ».
Вара пӳрте кӗнӗ те пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне Марияна курнӑ. Вӗсем Ачана чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ, унтан хутаҫӗсенчен кӑларса Ӑна ылтӑн, ладан, смирна парнеленӗ.
Вара Иисуса тав туса, Ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ. Ҫакскер Самари ҫынни пулнӑ.
Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак мӗн пур патшалӑхсемпе пуҫ пулмалли хама панӑ ирӗке, вӗсен чап-илемне Сана парӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
«Кай Ман патӑмран, шуйттан, – тенӗ Иисус. – Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Хуҫа Турруна кӑна пуҫҫап, пӗр Уншӑн анчах ӗҫлесе тӑр“».
Иисуса курсан вӑл кӑшкӑрса янӑ та Ун умне ӳксе хытӑ сасӑпа: «Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Тархасласа ыйтатӑп, ан асаплантар мана!» – тенӗ.
Эпӗ, Иоанн, ҫакна йӑлтах куртӑм та, илтрӗм те. Вара, курнӑ-илтнӗ хыҫҫӑн, хама ҫакна йӑлтах кӑтартакан ангела пуҫҫапмашкӑн ун ури умне ӳкрӗм.
ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Ларакан умне, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакан умне ӳке-ӳке пуҫҫапаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен пуҫ кӑшӑлӗсене престол умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:
Вӑл ҫав кӗнекене илсенех ҫирӗм тӑватӑ ватӑ хайхи Путек умне ӳксе пуҫҫапрӗҫ. Вӗсенчен кашнин аллинчех кӗсле тата ырӑ шӑршӑллӑ фимиам тултарнӑ ылтӑн савӑтчӗ; ку вӑл – сӑваплӑ ҫынсен кӗлли.