6 Унтан вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫак мӗн пур патшалӑхсемпе пуҫ пулмалли хама панӑ ирӗке, вӗсен чап-илемне Сана парӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
Ҫапла вара, мана ӳксе пуҫҫапсан, пӗтӗмпех Санӑн пулӗ».
Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗнчене суд тӑвас вӑхӑт ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫак тӗнчерен унӑн пуҫлӑхне хӑваласа ярӗҫ.
Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ!
Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.
Кунтан тӗлӗнме кирлех те мар, мӗншӗн тесен шуйттан хӑй те ҫутӑ ангелӗ пек курӑнма тӑрӑшать.
Ҫак тӗнче йӑлипе, усал сывлӑшсемпе хуҫаланакан пуҫлӑх ирӗкӗпе эсир тахҫан ҫылӑхлӑ пурӑннӑ. Ҫав пуҫлӑх Турра хирӗҫҫисемпе халӗ те хуҫаланать-ха.
Мӗншӗн тесен ҫапла каланӑ: «Пур ҫын та курӑк пек, этемӗн кирек епле чапӗ те курӑк ҫинчи чечек пек. Курӑкӗ типет те, чечекӗ тӑкӑнать,
Эпир хамӑр Турӑ ачисем пулнине, пӗтӗм тӗнче усаллӑх ӑшӗнче пулнине пӗлетпӗр.
Ҫапла вара пысӑк аҫтахана, шуйттан тата сатана теекен авалхи ҫӗлене, пӗтӗм ҫут тӗнчене илӗртсе улталаканскере, ҫӗр ҫине ҫапса антарчӗҫ. Хӑйӗнпе пӗрле тата унӑн ангелӗсене те ҫӗре ӳкерчӗҫ.
Манӑн умри тискер кайӑк барс евӗрлӗрехчӗ. Урисем унӑн упан пек, ҫӑварӗ арӑсланӑн пек. Аҫтаха ӑна хӑйӗн вӑйне, престолне тата пуҫ пулмалли аслӑ ирӗкне панӑ.
Тата ҫак тискер кайӑка сӑваплисемпе ҫапӑҫма, вӗсене ҫӗнтерме, тӗрлӗ йӑх-ӑрусемпе, тӗрлӗ чӗлхеллӗ тӗрлӗ халӑхсемпе пуҫ пулма ирӗк панӑччӗ.