41 Усал сывлӑшсем те нумай ҫын ӑшӗнчен: «Эсӗ – Христос, Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Иисус вӗсене Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.
Иисус чӗнмен. Вара аслӑ священник Ӑна ҫапла каланӑ: «Чӗрӗ Турӑ ятне асӑнса хистесех ыйтатӑп Санран, каласамччӗ пире: Эсӗ Христос-и? Турӑ Ывӑлӗ-и?»
Хайхи шуйттан, илӗртсе тӗрӗслекен, Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш».
Каҫ пулсан Иисус патне усал ернӗ нумай ҫынна илсе пынӑ. Вӑл усал сывлӑшсене сӑмахӗпех хӑваласа кӑларнӑ, чирлисене пурне те сыватнӑ.
Иисуса курсанах вӗсем кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑ Ывӑлӗ, Иисус! Санӑн пирӗнпе мӗн ӗҫ пур? Эсӗ пире кунта вӑхӑт ҫитичченех асаплантарма килтӗн».
«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».
«Чарӑн! – ҫирӗппӗн хушнӑ Иисус. – Тух ун ӑшӗнчен!»
Хӗвел ансан, каҫ пуласпа, Иисус патне чирлисемпе усал ернисене пурне те иле-иле пынӑ.
Чылайӑшне Вӑл чир-чӗртен сыватнӑ, усал сывлӑшсене те нумай хӑваласа кӑларнӑ. Усалсене Вӑл Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.
Иисуса курсан усал сывлӑшсем Ун умне ӳксе: «Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
Иисус ун патне пырса сив чире чарнӑ, вара унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах тӑнӑ та вӗсене хӑналама пуҫланӑ.
Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.
Турӑ пӗрре пулнине ӗненсе эсӗ аван тӑватӑн. Ҫакнах усал сывлӑшсем те ӗненеҫҫӗ, чӗтресе кӑна тӑраҫҫӗ.