40 Чир-чӗрлӗ ҫын пуррисем пурте хӗвел аннӑ чухне вӗсене Иисус патне ҫавӑтса пынӑ. Вӑл, кашнин ҫинех Хӑйӗн аллине хурса, чирлисене сыватнӑ.
суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать.
Иисус ҫавна илтсен ҫын ҫук вырӑна пӗчченех кимӗпе ишсе кайнӑ. Халӑх, ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, хуласенчен тухса Ун хыҫҫӑн ҫыран хӗррипе ҫуран утнӑ.
Вӑл унта нимӗнле хӑват та кӑтартман, хӑш-пӗр чирлӗ ҫынсене кӑна аллине хурса сыватнӑ.
Чирлисене Павелӑн ал шӑллийӗпе е саппунӗпе витсен, лешсем сывалнӑ. Вӗсен ӑшӗнчи усал сывлӑшсем те туха-туха тарнӑ.
Урампа иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин чирлисем ҫине ӳктӗрччӗ тесе, ҫынсем вӗсене урама илсе тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ.