Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 4:39 - Синодальный НЗ

39 Иисус ун патне пырса сив чире чарнӑ, вара унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах тӑнӑ та вӗсене хӑналама пуҫланӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 4:39
7 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн хыҫҫӑн тӳрех Иисус синагогӑран тухнӑ та Иаковпа тата Иоанпа пӗрле Симонпа Андрей килне пынӑ.


Иисус ӑна чарса ҫапла каланӑ: «Чарӑн! Тух ун ӑшӗнчен!» Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех урайне ӳкернӗ те нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ.


Усал сывлӑшсем те нумай ҫын ӑшӗнчен: «Эсӗ – Христос, Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Иисус вӗсене Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.


Унтан вӗсем Иисус патне пынӑ та Ӑна вӑратса: «Вӗрентӳҫӗ! Вӗрентӳҫӗ! Эпир пӗтетпӗр!» – тенӗ. Иисус ыйхӑран вӑрансан ҫиле те, хумханакан шыва та чарӑнма хушнӑ. Вара пӗтӗмпех лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ