38 Синагогӑран тухсан Вӑл Симон килне пынӑ. Симонӑн хунямӑшӗ сив чирпе питӗ йывӑр выртнӑ. Ҫавӑн чухне Иисусран ӑна пулӑшма ыйтнӑ.
Иисус ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен. Вӗренекенӗсем Ун патне пынӑ та: «Ку хӗрарӑма кайма хуш-ха, вӑл пӗрмай пирӗн хыҫран кӑшкӑрашса пырать», – тенӗ.
Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Ҫапах та Эсӗ мӗн ыйтнине Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп».
Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ.
Е пирӗн хамӑр ҫумра ӗненекен тӑванӑмӑр – арӑм – пулмалла мар-им? Ытти апостолсем те, Хуҫамӑрӑн пӗртӑванӗсем те, Кифа та авланнӑ-ҫке-ха!