36 Ҫавна куракансем пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ыйтнӑ: «Ку мӗне пӗлтерет-ши? Вӑл Хӑй ирӗкӗпе тата вӑй-хӑвачӗпе усал сывлӑшсене хушать те, лешсем тухаҫҫӗ».
Усалне хӑваласа кӑларсан чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ. «Израильте кунашкалли нихӑҫан та пулманччӗ», – тесе калаҫнӑ халӑх тӗлӗнсе.
Пурте хӑраса-тӗлӗнсе кайса пӗр-пӗринчен ҫапла ыйтнӑ: «Мӗн пулчӗ ку? Мӗнле ҫӗнӗ вӗрентӳ ку? Вӑл усал сывлӑшсене те Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе хушать, лешсем Ӑна пӑхӑнаҫҫӗ».
«Вӑл мӗн туни пӗтӗмпех вырӑна килет, – тенӗ вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе, – хӑлхасӑррисем те илтме тытӑнаҫҫӗ, чӗлхесӗррисем те калаҫма пуҫлаҫҫӗ».
Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ.
Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Унӑн сӑмахӗнче Турӑ хӑвачӗ пулнӑ.
Христос, тӳпене ҫӗкленсе, Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ; Ӑна ангелсем те, ҫӳлти влаҫсемпе хӑватсем те пӑхӑннӑ.