Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 4:35 - Синодальный НЗ

35 Иисус ӑна чарса ҫапла каланӑ: «Чарӑн! Тух ун ӑшӗнчен!» Вара усал сывлӑш ҫав ҫынна синагога варринчех урайне ӳкернӗ те нимӗнле сиен тумасӑрах ун ӑшӗнчен тухнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 4:35
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Вӑл усала чарнӑ та, лешӗ ача ӑшӗнчен тухса тарнӑ. Арҫын ача ҫав самантрах сывалнӑ.


«Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.


Вара усал сывлӑш ҫынна чӗтретсе пӑрахса, хыттӑн кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ.


Иисус тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: «Чарӑн, ан шавла», – тенӗ. Вара ҫил лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.


Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Ача вилнӗ пек выртнине курсан: «Вилсе кайрӗ», – тенӗ чылайӑшӗ.


Анчах та хӑйӗнчен те вӑйлӑраххи ӑна тапӑнса ҫӗнтерсен, вӑл унӑнне шанса тӑнӑ хӗҫӗ-сӑннине йӑлтах туртса илӗ, ҫаратнӑ пурлӑхне салатса пӗтерӗ.


Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир».


Иисус ун патне пырса сив чире чарнӑ, вара унӑн чирӗ иртсе кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах тӑнӑ та вӗсене хӑналама пуҫланӑ.


Усал сывлӑшсем те нумай ҫын ӑшӗнчен: «Эсӗ – Христос, Турӑ Ывӑлӗ!» – тесе кӑшкӑрса тухнӑ. Иисус вӗсене Хӑй Христос пулнине пӗлни ҫинчен калама чарнӑ.


Унтан вӗсем Иисус патне пынӑ та Ӑна вӑратса: «Вӗрентӳҫӗ! Вӗрентӳҫӗ! Эпир пӗтетпӗр!» – тенӗ. Иисус ыйхӑран вӑрансан ҫиле те, хумханакан шыва та чарӑнма хушнӑ. Вара пӗтӗмпех лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.


Ӑна усал сывлӑш ҫулса илет те, вӑл шари кӑшкӑрса ярать, вара хутлатса лартнипе ҫӑварӗнчен кӑпӑк кӑларма пуҫлать; ачана вӗлересле асаплантарсан тин усал сывлӑш аран-аран лӑпланать.


Ача утса пынӑ чухнех усал ӑна ҫӗре ӳкернӗ те чӗтретме пуҫланӑ. Анчах та Иисус, усал сывлӑша чарса, ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ.


Эй, ҫӳлти тӳпе! Эй, ҫӳлте пурӑнакансем! Халӗ ӗнтӗ савӑнмаллипе савӑнӑр! Анчах та сире, ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансене, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен сирӗн патӑра шуйттан анчӗ! Хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен вӑл хаярлӑхпа тулса ҫитрӗ!»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ