3 Шуйттан Ӑна каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чула ҫӑкӑр пулма хуш».
Хайхи шуйттан, илӗртсе тӗрӗслекен, Ун патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ пулсан ҫак чулсене ҫӑкӑр пулма хуш».
Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Унта Ӑна шуйттан хӗрӗх кун илӗртсе тӗрӗсленӗ. Ҫав кунсенче Иисус нимӗн те ҫимен, юлашкинчен Унӑн ҫиесси килнӗ.
«Ҫырнинче ҫапла каланӑ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус, – ҫын ҫӑкӑрпа кӑна пурӑнмасть, Туррӑн кашни сӑмахӗпех пурӑнать».