29 Вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларнӑ. Вара Ӑна хӑйсен хули вырнаҫнӑ ту ҫине илсе хӑпартса аялалла тӗртсе ярасшӑн пулнӑ.
Ҫавна илтсен синагогӑрисем пурте питӗ хытӑ ҫилленсе кайнӑ.
Эсир Авраам йӑхӗнчен пулнине пӗлетӗп. Анчах Ман сӑмахӑмсем чӗрӗре шӑнӑҫайманран эсир Мана вӗлерме те хатӗр.
Эсир вара Мана, Турӑран илтнӗ чӑнлӑха хӑвӑра каласа паракан Ҫынна, вӗлерме шутлатӑр. Авраам унашкал хӑтланман.
Тарӑхса кайнипе иудейсем Ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ. Анчах Иисус, курӑнмӑш пулса, вӗсем хушшипелех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.
Ҫавӑнпа та Иисус, ҫынсене Хӑйӗн Юнӗпе сӑвапласа тасатас тесе, хула хапхи тулашӗнче асап курнӑ.