28 Ҫавна илтсен синагогӑрисем пурте питӗ хытӑ ҫилленсе кайнӑ.
Ӑсчахсем хӑйне улталанине ӑнланса илсен Ирод пит ҫилленсе кайнӑ. Вара вӑл, ӑсчахсенчен тӗпчесе пӗлнӗ вӑхӑт тӑрӑх, Вифлеемпа унӑн таврашӗнче ҫуралнӑ иккӗри тата икӗ ҫултан кӗҫӗнрех пӗчӗк ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ.
Елисей пророк вӑхӑтӗнче те Израиль ҫӗрӗнче юхан-суранлӑ ҫынсем нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман».
Вӗсем сиксе тӑнӑ та Иисуса хуларан хӑваласа кӑларнӑ. Вара Ӑна хӑйсен хули вырнаҫнӑ ту ҫине илсе хӑпартса аялалла тӗртсе ярасшӑн пулнӑ.
Вӗсем вара урса ҫитнипе хӑйсем хушшинче: «Ку Иисуса мӗн тӑвар-ши?» – тесе калаҫнӑ.
Ҫакна илтсен синедрион канашӗнчисем урса кайнипе апостолсене вӗлерес тесе те шухӑшланӑ.
Ҫак сӑмахсене илтсен синедрионра ларакансем урсах кайнӑ, шӑлӗсене шатӑртаттара пуҫланӑ.