27 Елисей пророк вӑхӑтӗнче те Израиль ҫӗрӗнче юхан-суранлӑ ҫынсем нумай пулнӑ, анчах Сири ҫынни Неемансӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те тасалман».
Епле вӑл, кӗлӗ ҫуртне кӗрсе, Турра халалланӑ ҫӑкӑрсене ҫинӗ. Ҫав ҫӑкӑрсене унӑн хӑйӗн те, унпа пӗрле пулнисен те ҫиме юраман вӗт-ха, вӗсене пӗртен-пӗр священниксем кӑна ҫиме пултарнӑ.
Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ.
Ҫавна илтсен синагогӑрисем пурте питӗ хытӑ ҫилленсе кайнӑ.
Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере чухне Эсӗ панисенчен пӗри те вилмерӗ. Ҫырнинчи пурнӑҫлантӑр тесе, пӗтеслӗх ывӑлӗсӗр пуҫне, ыттисене Эпӗ пурне те Санӑн ятупа упраса хӑвартӑм.