22 Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем.
Ӑна итлекенсем пурте Ун ӑсӗнчен те, хуравӗсенчен те тӗлӗннӗ.
Иисуса унта курсан Иосифпа Мария питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вара Амӑшӗ Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ывӑлӑм, мӗншӗн Эсӗ капла хӑтлантӑн? Аҫупа иксӗмӗр Сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр».
мӗншӗн тесен Эпӗ сирӗн чӗлхе-ҫӑварӑра ӑслӑлӑх парӑп. Тӑшманӑрсенчен пӗри те сире хирӗҫ сӑмах тупса калаймӗ, сире хирӗҫ тӑраймӗ.
Унтан Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫырнинчи эсир илтнӗ ҫак сӑмахсем паян пурнӑҫланчӗҫ ӗнтӗ».
Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен».
«Ку – Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-им вара? – тенӗ вӗсем. – Эпир Унӑн ашшӗпе Амӑшне палланӑ ҫинчех Вӑл епле-ха „Эпӗ ҫӳлтен антӑм“ теме хӑять?»
«Ку Ҫын калаҫнӑ пек этем тени нихӑҫан та калаҫманах», – тенӗ Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем.
Анчах та Стефан ӑслӑ калаҫнӑран вӗсем ӑна ҫӗнтереймен, мӗншӗн тесен Стефана Святой Сывлӑш Хӑй мӗн каламаллине пӗлтерсех тӑнӑ.
Сӑмаху сулмаклӑ та тиркеме ҫук пултӑр, пире хирӗҫлекен пирӗн ҫинчен начар калайманнипе намӑса юлтӑр.