20 Иисус вара кӗнекине хупса унта ӗҫлекен ҫынна панӑ та, Хӑй ларнӑ. Синагогӑри ҫынсем пурте Ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ.
Унтан Иисус халӑха каланӑ: «Мана тытма эсир, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе тухрӑр. Эпӗ куллен сире Турӑ Ҫуртӗнче вӗрентсе лартӑм, ун чухне эсир Мана тӗкӗнмерӗр.
хӑйне валли чул ту хысакне алтса тунӑ ҫӗнӗ тупӑклӑха хунӑ. Унтан тупӑклӑха кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварса кайнӑ.
анчах нимӗнле те май тупайман, мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх, Иисуса итлес тесе, Унран уйӑрӑлман.
Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ. Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫак вырӑна тупса вулама пуҫланӑ:
Унтан Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫырнинчи эсир илтнӗ ҫак сӑмахсем паян пурнӑҫланчӗҫ ӗнтӗ».
Иисус, Симон кимми ҫине ларсан, ӑна ҫыран хӗрринчен кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ. Унтан Хӑй кимӗ ҫинчен халӑха вӗрентме пуҫланӑ.
Ирхине Вӑл каллех Турӑ Ҫуртне пынӑ. Пӗтӗм халӑх Ун патне пуҫтарӑннӑ. Вӑл ларнӑ та вӗсене вӗрентме тытӑннӑ.
Шӑмат кун вара эпир хула хапхинчен юхан шыв хӗррине тухрӑмӑр. Ҫавӑнти пӗр вырӑна ӗненекенсем хӑнӑхнӑ йӑлипе кӗлӗ тума пухӑнаҫҫӗ. Эпир те лартӑмӑр та пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе калаҫа пуҫларӑмӑр.
Ҫакна асӑрхасан Петр халӑха каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Мӗн тӗлӗнсе пӑхатӑр эсир пирӗн ҫине? Эпир ӑна хамӑр хӑватпа тата тасалӑхпа утмалла туман вӗт-ха!