Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 4:16 - Синодальный НЗ

16 Пӗррехинче Иисус Хӑй ӳснӗ хулана, Назарета, пынӑ. Шӑмат кун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те Ҫырнине вулама хатӗрленсе тӑнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 4:16
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.


Турӑ саккунӗ хушнине пурне те туса пӗтерсен Иосифпа Мария Галилейӑна, Назарет ятлӑ тӑван хулине, тавӑрӑннӑ.


Иисус вун икӗ ҫула ҫитсен, вӗсем ҫав йӑлапа Иерусалима уява пынӑ.


Вара Иисус вӗсемпе пӗрле Назарета тавӑрӑннӑ та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмесӗр пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те чунӗнче упраса пурӑннӑ.


Вӑл унти синагогӑсенче вӗрентнӗ, пурте Ӑна мухтаса калаҫнӑ.


Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ. Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫак вырӑна тупса вулама пуҫланӑ:


Унтан Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫырнинчи эсир илтнӗ ҫак сӑмахсем паян пурнӑҫланчӗҫ ӗнтӗ».


Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир».


«Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен.


Хӑнӑхнӑ йӑлипе Павел синагогӑна кӗнӗ. Вӑл унта виҫӗ шӑмат кун вӗрентнӗ. Павел вӗсене Христосӑн асапланмалла, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла пулни ҫинчен Ҫырнинчи сӑмахсемпе ӗнентермелле ӑнлантарнӑ. «Эпӗ сире Иисус ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетӗп, Иисус вӑл шӑпах Турӑ Суйласа илни пулать те ӗнтӗ», – тенӗ вӑл.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ