14 Иисус вара Сывлӑшпа хӑватланса Галилейӑна тавӑрӑннӑ. Ун ҫинчен пӗтӗм таврана хыпар сарӑлнӑ.
Иоана тытса хупнине илтсен Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ.
Ҫак ӗҫ пирки йӗри-таврах хыпар сарӑлнӑ.
Анчах та тухса кайсанах вӗсем ҫав таврара пур ҫӗрте те Ун ҫинчен калаҫса ҫӳренӗ.
Иоана тӗрмене тытса хупнӑ. Иисус вара Галилейӑна пынӑ та Турӑ Патшалӑхӗн Ырӑ Хыпарне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
Часах пӗтӗм Галилея тӑрӑхӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
Урӑх нимпе те илӗртме ҫук пирки майлӑ вӑхӑт ҫитиччен шуйттан Ун патӗнчен кайнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн пӗтӗм таврана Иисус ҫинчен хыпар сарӑлнӑ.
Пророка хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗнче хисеплемеҫҫӗ тесе Иисус Хӑех каланӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та, икӗ кун иртсен, Иисус Галилейӑна кайнӑ.
Иоанн шыва кӗме ӳкӗтлесе вӗрентнӗренпе Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудейӑра мӗн-мӗн пулса иртнине эсир пӗлетӗр.