13 Урӑх нимпе те илӗртме ҫук пирки майлӑ вӑхӑт ҫитиччен шуйттан Ун патӗнчен кайнӑ.
Вара шуйттан Иисус патӗнчен кайнӑ, ҫавӑнтах ангелсем пынӑ та Уншӑн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑ.
Иисус шуйттана хирӗҫ ҫапла каланӑ: «„Хӑвӑн Хуҫа Турруна илӗртсе ан тӗрӗсле“, – тенӗ Ҫырнинче».
Иисус вара Сывлӑшпа хӑватланса Галилейӑна тавӑрӑннӑ. Ун ҫинчен пӗтӗм таврана хыпар сарӑлнӑ.
Ӗнтӗ Манӑн сирӗнпе калаҫасси нумаях юлмарӗ, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ килет. Вӑл Манпа хуҫаланаймӗ!
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.
Ҫапла вара, хӑвӑра Турӑ аллине парӑр. Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вара вӑл сирӗн патӑртан тарӗ.