8 Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.
Вара иксӗре те туя чӗннӗ хуҫи сан патна пырӗ те: „Эсӗ куҫса ху вырӑнна ҫак ҫынна ларт-ха“, – тейӗ. Ун чух санӑн намӑсланса алӑк патӗнчи вырӑна кайса лармалла пулӗ.
Эпӗ чӑн малтанах Дамаскпа Иерусалимра пултӑм. Унтан пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнчи ҫынсене тата ытти халӑхсене ӳкӗнсе Турӑ енне ҫавӑрӑнма, ӳкӗнӗҫе тивӗҫлӗ ӗҫсем тума вӗрентсе ҫӳрерӗм.
Ҫапла ӗнтӗ, Хӑй шантарнине пурте илме пултарччӑр тесе, ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ ӑна ӗненӳшӗн пама пулнӑ. Ҫавӑнпа та Турӑ шантарни Авраам йӑхӗнчисемшӗн пуриншӗн те: саккуна тытса пыракансемшӗн кӑна мар, Авраам ӗненӗвне йышӑнакансемшӗн те. Авраам вара пирӗншӗн пуриншӗн те аттемӗр.