Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 3:7 - Синодальный НЗ

7 Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире?

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 3:7
12 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать.


Эй, ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑра тамӑк вутне кӗме суд тӑвасран хӑтӑлса юлма пулать тетӗр-и?


Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.


Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.


«Эй, шуйттан ывӑлӗ, кирек епле чӑнлӑх тӑшманӗ! Санӑн чун-чӗрӳ тӗрлӗ ултавлӑхпа, тӗрлӗ усаллӑхпа тулса ларнӑ. Ҫынсене эсӗ Хуҫамӑрӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫинчен пӑрса яма пӑрахатӑн-и, пӑрахмастӑн-и?


Икӗ япалара – сӑмах панинче тата тупа тунинче – Турӑ суйма пултараймасть. Ҫакна Вӑл пирӗн, Хӑйӗн хӳттине пынисен, умри шанчӑк ҫирӗп пултӑр тесе тунӑ.


Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ