4 Ун ҫинчен Исаия пророк кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!
Исаия пророках ун ҫинчен ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пуш хирте чӗнекенӗн сасси илтӗнет: „Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлӗр, Вӑл утас ҫулсене тӳрлетӗр!“»
«Эпӗ – пуш хирте: „Хуҫамӑр валли ҫул тӳрлетӗр!“ – тесе чӗнекенӗн сасси, – тенӗ Иоанн. – Ун ҫинчен Исаия пророках каланӑ».
Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ.