Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен».
Эй, Феофил, эпӗ хамӑн малтанхи кӗнекемре Иисус Хӑй ӗҫне тума пуҫланӑранпа тӳпене ҫӗкленичченех мӗн-мӗн туни тата мӗне вӗрентни ҫинчен пӗтӗмпех ҫырнӑччӗ. Хӑй суйласа илнӗ апостолӗсене Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ кун Святой Сывлӑш хӑвачӗпе хушусем парса хӑварнӑ.