2 Аннапа Каиафа ун чухне аслӑ священниксем пулнӑ. Ҫавӑн чух Захария ывӑлне, Иоана, пуш хирте Турӑ сӑмахӗ илтӗннӗ.
Вӗсем кайсассӑн Иисус халӑха Иоанн ҫинчен кала пуҫланӑ: «Эсир пуш хире мӗн курма кайрӑр? Ҫилпе хумханса ларакан хӑмӑша-и?
Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ.
Ача ҫитӗнсе, чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе пынӑ. Израиль халӑхӗ умне тухма вӑхӑчӗ ҫитиччен вӑл пуш хирте пурӑннӑ.
«Эпӗ – пуш хирте: „Хуҫамӑр валли ҫул тӳрлетӗр!“ – тесе чӗнекенӗн сасси, – тенӗ Иоанн. – Ун ҫинчен Исаия пророках каланӑ».
Анна вара Иисуса, ҫыхнӑскере, Каиафа ятлӑ аслӑ священник патне илсе кайма хушнӑ.
Унта аслӑ священник Анна та, Каиафа та, Иоанпа Александр та, аслӑ священник ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти ҫынсем те пынӑ.