Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 3:16 - Синодальный НЗ

16 Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 3:16
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.


Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».


Иоанн вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та сирӗн хушшӑрта хӑвӑр та пӗлмен Пӗри пур.


Ман хыҫран Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран малти. Эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар».


Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“.


Кам мана ӗненет, унӑн, Ҫырнинче каланӑ пек, „чӗринчен чӗрӗлӗх юхан шывӗсем юхӗҫ“».


Мӗншӗн тесен Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, эсир вара тепӗр темиҫе кунран Святой Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр».


Петр ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ хушӑрах вӑл вӗрентнине итлесе тӑракан мӗн пур ҫын ҫине Святой Сывлӑш аннӑ.


Ҫапла вара, Турӑ Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе Иисуса тӳпене ҫӗкленӗ. Вӑл Хӑйне шантарнӑ Святой Сывлӑша Ашшӗнчен илнӗ. Эсир халӗ мӗн курса-илтсе тӑратӑр, ҫавӑ йӑлтах Иисус хӑвачӗпе пулса иртет.


Мӗншӗн тесен пӗр Сывлӑшпа тӗне кӗрсе эпир пурте – иудейсемпе грексем те, чурасемпе ирӗклисем те – пӗр ӳт-пӳ пултӑмӑр, пӗр Сывлӑшпа тултӑмӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ