14 Салтаксем те унран ыйтнӑ: «Пирӗн тата мӗн тумалла?» Иоанн хуравланӑ: «Кӳрентерсе, суйса айӑпласа никам укҫине те ан хапсӑнӑр, хӑвӑра мӗн чухлӗ шалу панипе ҫырлахӑр».
Вара Закхей тӑнӑ та Хуҫамӑра ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эпӗ халех хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе паратӑп. Кама та пулин улталанӑ пулсан, эпӗ ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп».