12 Налук пухакансем те Иоанн патне шыва кӗме пынӑ. Вӗсем унран ыйтнӑ: «Вӗрентекен, пирӗн мӗн тумалла-ши?»
Хӑвӑра савакансене кӑна юрататӑр пулсан, эсир сӑвапа тивӗҫлӗ-и-ха? Налук пухакансем те ҫаплах тумаҫҫӗ-им?
Налук пухаканӗ кӑна пуҫне ҫӗклеме те хӑяймасӑр аякра тӑнӑ. Вӑл хуҫӑк кӑмӑлпа каланӑ: „Эй, Турӑҫӑм! Хӗрхен мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!“
«Пирӗн мӗн тумалла ӗнтӗ?» – тесе ыйтнӑ унран халӑх.
Иоанн вӗсене каланӑ: «Хӑвӑра илме хушнинчен ытлашши ан илӗр».
Иоана итленӗ пӗтӗм халӑх, ҫав шутрах налук пухакансем те, унран шыва кӗрсе Турра мухтанӑ.
Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрисене пырса тивнӗ, вара вӗсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Пирӗн халӗ мӗн тумалла-ши?»