Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 3:11 - Синодальный НЗ

11 Иоанн хирӗҫ ҫапла тавӑрнӑ: «Камӑн икӗ тумтир пур, пӗрне чухӑна патӑр. Камӑн ҫимелли пур, вӑл та ҫаплах тутӑр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 3:11
22 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.


Тиркесе лариччен хӑвӑрӑн мул чашӑкӗнчен чухӑнсене уйӑрса парӑр, вара сирӗн пурте таса пулӗ.


Ҫавна илтсен Иисус ӑна каланӑ: «Санӑн ӗнтӗ пӗри ҫитеймест. Хӑвӑн пӗтӗм пурлӑхна сут та укҫине чухӑнсене валеҫсе пар, вара сан валли пурлӑх ҫӳл тӳпере пулӗ. Ху кил те Ман хыҫҫӑн пыракан пул».


Вара Закхей тӑнӑ та Хуҫамӑра ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эпӗ халех хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе паратӑп. Кама та пулин улталанӑ пулсан, эпӗ ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп».


Укҫа арчи Иудӑра пулнӑран хӑш-пӗр вӗренекенӗсем: «Иисус ӑна уяв тӗлне хамӑра мӗн кирлине илме хушать пулӗ. Е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать-ши?» – тесе шухӑшланӑ.


Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Корнилий халӑхшӑн нумай ырӑ ӗҫ тунӑ, тӑтӑшах Турра кӗлтунӑ.


каларӗ: „Корнилий, Турӑ санӑн кӗллӳне илтрӗ, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине асӑрхарӗ.


Ӑна курсан Корнилий хӑраса каланӑ: «Мӗн-ши, ырӑ ҫыннӑм?» Ангел ӑна каланӑ: «Турӑ санӑн кӗллӳне те, эсӗ чухӑнсене пулӑшнине те асӑрхарӗ.


Кам вӑрласа пурӑннӑ, малашне ан вӑрлатӑр. Ху валли ху ӗҫлесе ил, вӑл ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана та пулӑшма ҫиттӗр.


Ку тӗнчере пуяннисене каласа ӳкӗтле: вӗсем хӑйсене ытлашши мӑнна ан хуччӑр, ултавлӑ пуянлӑхне мар, чӗрӗ Турра шанччӑр. Пире савӑнса пурӑнма мӗн кирлине Турӑ туллин парать.


Пуянсене ырӑ ӗҫ тума ӳкӗтле, вӗсем ырӑ ӗҫӗсемпе пуян пулччӑр, укҫи-тенкине ан хӗрхенччӗр, яланах пулӑшма хатӗр пулччӑр.


Турӑ вӑл тӗрӗслӗхлӗ, ҫавӑнпа сирӗн ӗҫӗрсене те, Хӑйӗн сӑваплӑ халӑхне Унӑн ячӗпе пулӑшса юратулӑхӑра кӑтартнине те манмасть.


Кам та кам тӑлӑхсен, тӑлӑх арӑмсен хуйхи-суйхине ҫӑмӑллатма тӑрӑшать, хӑйне тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен упрать, ҫавӑ Атте Турӑ умӗнче таса та ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑ Ӑна чӑнласах хисеплет.


Эй, тӑванӑмсем! Ӗненетӗп текен, анчах ӗненӗвне ӗҫпе ҫирӗплетмен ҫынран мӗн усси? Ҫавнашкал ӗненӳ ӑна ҫӑлса хӑварӗ-и?


Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленекен тӑванне хӗрхенмест пулсан, унра епле Турӑ юратулӑхӗ пулайтӑр?


Эпӗ Турра юрататӑп текен, ӗненекен тӑванне курайман ҫын – суеҫӗ. Куҫкӗретӗн курӑнакан тӑванне юратман ҫын курӑнман Турра епле юратайтӑр?


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ