Салтаксем те унран ыйтнӑ: «Пирӗн тата мӗн тумалла?» Иоанн хуравланӑ: «Кӳрентерсе, суйса айӑпласа никам укҫине те ан хапсӑнӑр, хӑвӑра мӗн чухлӗ шалу панипе ҫырлахӑр».
Эппин хӑвӑр ҫылӑхран ӳкӗннине тивӗҫлӗ ӗҫпе ҫирӗплетсех тӑрӑр. „Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.