51 Пиллесе тӑнӑ чухнех Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ.
Ҫапла Хуҫамӑр, вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ.
Унтан Иисус вӗренекенӗсене хуларан илсе тухнӑ та Вифание ҫитиччен вӗсемпе пынӑ. Вара аллисене ҫӗклесе вӗсене пилленӗ.
Вӗренекенӗсем Ӑна ӳксе пуҫҫапнӑ та питӗ савӑнса Иерусалим хулине тавӑрӑннӑ.
«Ман ҫума ан сӗртӗн, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн тесен Эпӗ Хам Аттем патне ҫӗкленмен-ха. Эсӗ Манӑн ӗненекен тӑванӑмсем патне кай та ҫакӑн ҫинчен пӗлтер: Эпӗ Хамӑн Аттем патне, сирӗн Аҫӑр патне; Хамӑн Туррӑм патне, сирӗн Туррӑр патне ҫӗкленетӗп».
Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ.
Ывӑлӗ, Турӑ мухтавӗн ҫути тата Турӑ несӗллӗхӗн сӑнарӗ пулса, ҫут тӗнчене Хӑйӗн хӑватлӑ сӑмахӗпе тытса тӑрать. Ҫынсене ҫылӑхӗсенчен сӑвапласа-тасатса Вӑл Ҫӳлти Аслин престолӗн сылтӑм енне ларнӑ.
Ҫапла вара, пирӗн тӳпене ҫӗкленнӗ чаплӑран та чаплӑ Аслӑ священник пур, Вӑл Турӑ Ывӑлӗ Иисус, ҫавӑнпа ӗненӗвӗмӗре ҫирӗп тытса пурӑнар.