50 Унтан Иисус вӗренекенӗсене хуларан илсе тухнӑ та Вифание ҫитиччен вӗсемпе пынӑ. Вара аллисене ҫӗклесе вӗсене пилленӗ.
Вара Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифанире ҫӗр каҫнӑ.
Унтан Вӑл ачасене ыталанӑ та вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ.
Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагипе Вифани тӗлне ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне
Пиллесе тӑнӑ чухнех Вӑл, вӗсенчен уйӑрӑлса, тӳпене ҫӗклене пуҫланӑ.
Апостолсем вара Елеон текен ту ҫинчен Иерусалима тавӑрӑннӑ. Тӑвӗ Иерусалимран инҫех те мар, шӑмат кун утма юранӑ ҫул тӑршшӗнче, пӗр ҫухрӑма яхӑнра, вырнаҫнӑ пулнӑ.
Ҫак сӑмахсене каласан вӗсен куҫӗ умӗнчех Вӑл тӳпене ҫӗкленнӗ те Ӑна пӗлӗт илсе кайнӑ. Вӑл куҫран ҫухалнӑ.
Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ арҫынсен пур ял-хулара та кӗлтумалла тетӗп. Вӗсем ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр аллисене Турӑ патнелле таса шухӑшпа ҫӗклеччӗр тетӗп.