49 Мана Атте пама пулнине Эпӗ сире те паратӑп, анчах та эсир ҫӳлтен хӑват иличчен Иерусалимрах юлӑр».
Ман ятӑмпа Аттем сире Лӑплантаракан Сывлӑш ярса парӗ. Ҫав Святой Сывлӑш Эпӗ мӗн каланине сире пӗтӗмпех ӑнлантарса парӗ, пӗтӗмпех аса илтерӗ.
Эпӗ Аттемрен анакан чӑнлӑх Сывлӑшне сирӗн патӑра ярӑп. Ҫав Лӑплантаракан Сывлӑш сире Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенӗ пулӗ.
Вара, вӗсене пӗрле пуҫтарса, Вӑл ҫапла хушса хӑварнӑ: «Иерусалимран ан кайӑр, Аттем мӗн шантарнине кӗтӗр, ун пирки Эпӗ сире каланӑччӗ.
Анчах та Святой Сывлӑш сирӗн ҫине ансан эсир хӑват илӗр. Вара Ман ҫинчен Иерусалимра та, пӗтӗм Иудейӑра та, Самарире те, тӗнче хӗррине ҫитичченех каласа ҫирӗплетекенсем пулӑр».
Мисине ҫитсессӗн вӗсем Вифинине каясшӑн пулнӑ, анчах Святой Сывлӑш вӗсене унта та вӗрентме яман.